Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ Фундамента капсула янӑ самант
Фундамента капсула янӑ самант

Юлашки ҫусенче фермӑсем пӗтсех пыраҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вите-сарай ишӗлсе аннӑ. Етӗрнесем ҫӗнӗ ферма хута янине ырламаллах. Ӑна Мӑн Пакӑш ялӗнче тума тытӑннӑ.

Етӗрне районӗнчи Мӑн Пакӑшра «Раҫҫей аталанӑвӗ — ял аталанӑвӗ витӗр» проект пурнӑҫланать. Сӗт-тавар фермине шӑпах унпа килӗшӳллӗн хута янӑ.

Етӗрне район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн тӗп специалист эксперчӗ Зоя Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑн Пакӑшри ферма 200 пуҫ валли пулӗ. Унта 10 ӗҫ вырӑнӗ уҫма палӑртнӑ. Ферма чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче фундамента асӑнмалӑх капсула хунӑ. Строительство пуҫланиччен Тарасий атте кӗлӗ вуланӑ, пулас ферма вырӑнне ҫветтуй шывпа сапнӑ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн пулӑшма шантарнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ҫуракине хатӗрленсе техникӑна юсассипе паян тӑрӑшаҫҫӗ. Лару-тӑрӑва Гостехнадзорӑн тата Россельхозцентрӑн районти инспекторӗсем вырӑна ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗр кунхине вӗсем, тӗслӗхрен, «Атлашевский» кооперативра, «Атлашевская» агрофирмӑра тата «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмӗнче пулнӑ.

«Атлашевский» кооперативра 19 трактортан 16-шне техтӗрӗслеве кӑларма тӑратнӑ, вӗсенчен 14-шӗ тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. «Атлашевская» агрофирмӑра шутра тӑракан 7 трактортан 6-шне техосмотр валли йӗркеллӗ хатӗрлесе ҫитернӗ. «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» филиалӗнче 13 трактор. Анчах унта техосмотр валли 6-шне кӑна тӑратнӑ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тухайнӑ. Техосмотр тухайман техникӑна тепӗр хут акан 11-мӗшӗнче пахалӗҫ.

Ҫураки терӗмӗр те, маларах асӑннӑ хуҫалӑхсенче минераллӑ им-ҫама ҫителӗклӗ янтӑланине пӗлтереҫҫӗ. «Ольдеевская» агрофирма 230 тонна туяннӑ, «Атлашевский» кооператив — 220 тонна. Вӑрлӑх кирлӗ чухлӗ таран пур-мӗн. Ҫунтармалли-сӗрмелли материала та хуҫалӑхсем майӗпен туянаҫҫӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫур ҫитни кунсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах сисӗнме пуҫларӗ. Россельхозцентр ӗҫченӗсем нарӑс уйӑхӗнче сывлӑш температури нормӑран 0,8–10,3 градус ӑшӑрах пулнине палӑртаҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхӑн 22–23-мӗшӗсенче кӑна сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулнӑ теҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче кӑнтӑрла сывлӑш температури 6,9 градусран 8 градус таран ӑшӑ тӑчӗ. Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче кӑна сывлӑш температури ытти ҫулхи вӑтам ҫанталӑкран сивӗрех пулнӑ. Хӗвеллӗ ӑшӑӗ ҫанталӑка тата ҫумӑра пула юр хӑвӑрт ирӗлме тытӑнчӗ. Юр кӗске вӑхӑтрах 5–40 сантиметр хулӑнӑш ирӗлнӗ. Шӑши йышши кӑшлакан чӗрчунсем кун пек ҫанталӑка пула хӑвӑрт хастарланнӑ.

Ял хуҫалӑх культурисене нарӑс уйӑхӗнче тӗрӗсленӗ те, вӗсен 70,5 проценчӗн тӑрӑмне вӑтам тесе хакланӑ, 27,4 процентне — аван. Специалистсен шучӗпе, хӑш-пӗр районта ҫак уйӑх вӗҫӗнче–ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнче кӗрхисене апатлантарма тухмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=103795
 

Ял хуҫалӑхӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хуҫалӑхсем ҫур акине хатӗрленме пуҫланӑ. Кӑҫал унти тӗрлӗ категориллӗ хуҫалӑхсенче 16,6 пин гектар ҫинче акса-лартма палӑртнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 1,1 процент нумайрах-мӗн. Хӑш культурӑна миҫе тонна туса илессине те чутайсем палӑртса хунӑ: тӗш-тырӑна 13 пин тонна пуҫтарса илесшӗн, ҫӗрулмине — 14,1 пин тонна, пахча ҫимӗҫе — 2,6 пин тонна.

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культура вӑрлӑхӗ ака валли 812 тонна хатӗрлесе хӑварнӑ. Пӗтӗмпе 995 тонна кирлӗ. Хальлӗхе пуррин 688,6 тоннине тӗрӗсленӗ те кондицие 94 проценчӗ ларнине палӑртнӑ. Апла тӑк акма тепӗр 18 процент ҫитеймест. Ӑна хуҫалӑхсем туянма палӑртаҫҫӗ. Элитӑллине 170 тонна илесшӗн. Хальлӗхе «Коминтерн» кооператив 7 тонна куккурус туяннӑ. Вӑрлӑх хатӗрлессипе лайӑх ӗҫлекенсен хушшинче «Коминтерн», «Нива» кооперативсене, «Свобода» колхоза, Н.И. Лисаевӑн фермер хуҫалӑхне асӑнаҫҫӗ.

Минераллӑ удобрение кирлинчен 83 проценчӗ чухлӗ илсе хунӑ, дизтопливӑна — 46 процент. Тракторсенчен 85 процентне юсанӑ, 30 автомобильтен 23-шӗ хатӗр, 21 сеялкӑран — 18-шӗ, 36 культиватортан — 32-шӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Республикӑри предприятисем туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн хӑтлавне Правительство ҫуртӗнче ирттересси ырӑ йӑлана кӗнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. «Чӑвашрине туян» девизпа йӗркеленӗ суту-илӗве вырӑнти агропромышленность предприятийӗсем туса кӑларакан ҫӗнӗ продукципе паллаштарас тӗллевпе пухаҫҫӗ-мӗн.

Хальхинче хӑтлав Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ӗҫленӗ. Курава хӑйсен продукцине «АККонд» общество, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Юрма» агрохолдинг хутшӑннӑ. Чӑвашра маттур предприятисем тата пур та, курава вӗсем тем сӑлтава пула хутшӑнман. Е, тен, вӗсем пирӗн апат-ҫимӗҫне ахаль те пурте аван пӗлеҫҫӗ тенӗ-ши?..

 

Ял хуҫалӑхӗ

Комсомольски тӑрахӗнче ырӑ йӑла пур. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ял хуҫалӑхӗн предприятийӗсенче ӗҫлекен чи лайӑх дояркӑсене чысланӑ.

Тӗрӗссипе, юлашки вӑхӑтра чылай ҫӗрте ЯХПКсем хавшаса пыраҫҫӗ. Ӗлӗк вӗсем кӗрлесе тӑнӑ, ҫавна май ял ҫынни валли ӗҫ вырӑнӗ те пулнӑ. Тем тесен те, ун чухне арҫынсем ют тӑрӑха ӗҫлеме питех ҫӳремен. Халӗ хуҫалӑхсенче хӗрарӑмсем ытларах тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗне сӑвасси ытларах хӗрарӑм тивӗҫӗ-ха. Йӑли ӗлӗкренпех ҫапла. Хуҫалӑхсенче тар тӑкакан хӗрарӑмсем мухтава тивӗҫ. Вӗсем килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхма та, ачасене тивӗҫлӗ воспитани пама та, кил-тӗрӗшре тирпейлеме те ӗлкӗреҫҫӗ. Дояркӑсем ирхи шуҫӑмпа пӗрле тӑрса ӗҫе васкаҫҫӗ. Кашни кун ҫапла. Чӑннипех те маттур!

Ял хуҫалӑхӗнче вӑй хуракан доярсене Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев, унӑн ҫумӗ Илдус Мннетуллин тата ыттисем саламланӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ҫӗрсен «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура икӗ ҫул хушшинче пушӑ выртакан тата тухӑҫсӑр усӑ курман ҫӗрсен реестрне хатӗрлеме тӗллев лартнӑччӗ. ЧР Пурлӑх министерствинче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, акци вӑхӑтӗнче тӗллевлӗ мар усӑ куракан лаптӑксене тупса палӑртӗҫ, вӗсене ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Инвентаризаци ял-салари пушӑ ҫӗрсене пырса тивӗ.

Ӗҫлӗ комиссисем тата ятарлӑ ушкӑнсем йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсем хуҫасӑр лаптӑксене шута илӗҫ, вӗсене пӑхмашкӑн вырӑна тухӗҫ. ЧР Пурлӑх министерстви муниципалитет халӑхне кампание хастар хутшӑнма чӗнет. Граждан хастарӗсем мӗн пур ыйтӑва уҫӑмлатма шантараҫҫӗ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли пӗтӗмлетӳсем тӑвӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ Кирилловсем сертификат илнӗ
Кирилловсем сертификат илнӗ

Чӑваш Енре 2011 ҫултанпа нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Куславкка хулинче пурӑнакан Павелпа Людмила Кирилловсене ҫӗр лаптӑкӗ илмелли сертификат панӑ.

Сертификата ҫемьене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев тыттарнӑ.

Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Куславкка районӗнче нумай ачаллӑ 44 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗ илмешкӗн черетре тӑрать. Вӗсенчен 35-шӗ панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, 8-шӗ вите-сарай тӑвасшӑн, 1 ҫемье дача пек усӑ курасшӑн. Хальлӗхе 43 ҫемье тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Пурнан пурнӑҫа кам епле пурӑнса ирттерет. Канаш районӗнчи Чакаҫ ял арҫынни А.В. Алексеев сысна ӗрчетет. Ҫак чӗрчунсене усрама пуҫличчен вӑл вӗлле хурчӗ тытса пӑхнӑ. Каярах «вьетнам сысни» текен ӑрат ҫине куҫнӑ. Ун йышши сысна пуррине ӑна Шӑмӑршӑра пурӑнакан юлташӗ каласа кӑтартнӑ. Хӑй усракан ӑрата арҫын питӗ ырлать: йӑпӑр-япӑр чирлемеҫҫӗ, пӗтӗленме хӑвӑрт ӳссе ҫитеҫҫӗ тет. Ҫитерме кил тӗрӗшри апат юлашкиех каять-мӗн. Ятарласа урпа кӗрпи, пӑрҫа, комбикорм кӑна туянать.

Паян Алексеев хуҫалӑхӗнче 5 сысна ами, 1 сысна аҫи тата 22 ҫура. Сысна юратакан арҫын икӗ качакипе те мӑнаҫланать.

 

Ял хуҫалӑхӗ Министр (сылтӑмри) мӗнпур ыйтӑва хуравлама тӑрӑшнӑ
Министр (сылтӑмри) мӗнпур ыйтӑва хуравлама тӑрӑшнӑ

Ҫӗрулмине халалласа палӑк лартма республикӑн ял хуҫалӑх министрне Сергей Павлова Красноармейски районӗнче пулнӑ чух пӗр ҫын каланӑ.

Министр унта районӑн иртнӗ ҫулхи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкерекен тата кӑҫлахи плансене палӑртма пухӑннӑ канашлӑва хутшӑннӑ. Унччен Сергей Павлов вӑл тӑрӑхри паллӑ вырӑнсене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Сӑмахран, Филипп Лукин композиторӑн тӑван Чатукассинче уҫнӑ музейне кӗрсе тухнӑ. Ленинградри блокадӑна сирнӗ ятпа 70 ҫул ҫитнине асӑнса вӑрҫӑра вилнисен палӑкӗ умне чечек хунӑ. Чатукассинчи шкулӗнче уҫнӑ шӑпӑрлансен ушкӑнне те кӗрсе тухнӑ.

Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тишкернӗ вӑхӑтра министртан тем пирки ыйтакан та тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗри ҫӗрулмине хисеплесе палӑк лартма сӗннӗ. Хӑйӗн шухӑшне вӑл «иккӗмӗш ҫӑкӑр» вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата ун хыҫҫӑнхи выҫӑ вӑхӑтра нумай пурнӑҫа ҫӑлса хӑвранипе сӑлтавланӑ. Ку сӗнӗве министр ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра йӗркелекен «Ҫӗрулми — 2014» курав вӑхӑтӗнче хускатма шантарнӑ.

Сӑнсем (18)

 

Страницӑсем: 1 ... 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, [68], 69, 70
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 09

1947
79
Матросов Юрий Петрович, чӑваш халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть